Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тав сана (Митта Ваҫлейӗ)

П.Хусанкая


Кам тӳссе ирттерчӗ ҫынпа тан,
Кам ырра усал теме хӑймарӗ,
Усала айваннӑн пуҫ таймарӗ,
Ҫав калатӑр пӗтӗм кӑмӑлтан:
Ҫамрӑк ӗмӗр харӑма каймарӗ!

Пултаруллӑ тусӑм, Тав сана!
Эп кунта вун ҫичӗ ҫул пулмарӑм,
Пуласса та, ахӑртнех, сунмарӑм,
Анчах сан тивлетлӗ сӑнарна
Чӗрӗ хальлӗн чӗремре упрарӑм.

Вӑй параттӑн — ывӑнса ҫитсен,
Сас параттӑн — шухӑша кайсассӑн,
Е хӗвеллӗ ҫумӑр пек ачашшӑн
Ислететтӗн чун типсе килсен...
Ахаль мар эп тайӑлса каласшӑн:
Чӑвашсен пӗр лайӑх сӑмах пур —
Юлташ пултӑр хӑвӑнтан маттур!

1957, Митта Ваҫлейӗ>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-13 12:32:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5746 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем